9767 | Пупа шаниччен чунна шан. | Тӗн — Тӗшмӗш |
9768 | Пупа шуйттан ӑс парать. | Тӗн — Тӗшмӗш |
9769 | Пупӑн пӑтавкки пысӑк. | Тӗн — Тӗшмӗш |
9770 | Пупӑн пӗр аллинче — хӗрес, тепӗр аллинче — чӗрес теҫҫӗ. | Тӗн — Тӗшмӗш |
9771 | Пупӑн сӑмахӗ тутлӑ, ӗҫӗ йӳҫӗ. | Тӗн — Тӗшмӗш |
9772 | Пупӑн сухалӗ те эрех ӗҫет. | Тӗн — Тӗшмӗш |
9773 | Пупӑн ҫӳҫӗ те вӑрӑм, алли те вӑрӑм. | Тӗн — Тӗшмӗш |
9774 | Пупӑн Турри те, шуйттанӗ те хӑйпе пӗрлех теҫҫӗ. | Тӗн — Тӗшмӗш |
9775 | Пупӑн хӗрӗх ят, хӗрӗх арӑм. | Тӗн — Тӗшмӗш |
9776 | Пупӑн чӗлхи ҫемҫе те, алли хытӑ. | Тӗн — Тӗшмӗш |
9777 | Пупне кура прихучӗ. | Тӗн — Тӗшмӗш |
9778 | Пуппа ан хирӗҫ, вӑл тавӑрать. | Тӗн — Тӗшмӗш |
9779 | Пуппа кулакӑн пӗр шухӑш. | Тӗн — Тӗшмӗш |
9780 | Пуппа кушак ҫуллӑ ҫиме юратаҫҫӗ. | Тӗн — Тӗшмӗш |
9782 | Пуппа пупӑн ӗмӗрех ҫӑткӑн ӗмӗт. | Тӗн — Тӗшмӗш |
9781 | Пуппа пурмиҫӑн пӗр пукан. | Тӗн — Тӗшмӗш |
9783 | Пуппа ҫӑхана виле ҫитмен. | Тӗн — Тӗшмӗш |
9784 | Пуппа тияккӑнӑн пурнӑҫӗ хӑяккӑн. | Тӗн — Тӗшмӗш |
9785 | Пупран вилсе выртсан та хӑтӑлаймӑн. | Тӗн — Тӗшмӗш |
9786 | Пупшӑн усал та тӑрӑшать, Турӑ та тӑрӑшать. | Тӗн — Тӗшмӗш |
9788 | Пуш енчӗке пуп та хавас мар. | Тӗн — Тӗшмӗш |
9789 | Сурманч пӗлмесен юмӑҫран ыйт. | Тӗн — Тӗшмӗш |
9790 | Сурманчӑ сурса тӳрлетет, вӗрӳҫӗ вӗрсе тӳрлетет. | Тӗн — Тӗшмӗш |
9791 | Сурманчӑпа юмӑҫ пӗр ҫӑвартан сураҫҫӗ. | Тӗн — Тӗшмӗш |
9792 | Ҫичӗ чиркӳ лартиччен ҫичӗ ачуна ӗҫе вӗрент теҫҫӗ. | Тӗн — Тӗшмӗш |
9793 | Ҫуралан, тӗне кӗрен, венчете тӑран, ҫӗре кӗрен — пуриншӗн те пупа тӳлен. | Тӗн — Тӗшмӗш |
9794 | Тӗшмӗш кутне вӗри шӗшлӗ. | Тӗн — Тӗшмӗш |
9795 | Тӗшмӗш кутне шӗшлӗ кӗтӗр. | Тӗн — Тӗшмӗш |
9796 | Тӗшмӗш тени кирӗк майлах ҫыпӑҫать. | Тӗн — Тӗшмӗш |
9797 | Тӗшмӗшлениччен тӗшмӗшленменни луччӗ лайӑх. | Тӗн — Тӗшмӗш |
9798 | Тӗшмӗшлӗхӗн тӗшши ҫук. | Тӗн — Тӗшмӗш |
9799 | Тиек йыт тытать. | Тӗн — Тӗшмӗш |
9800 | Тиек йытти тил тытать. | Тӗн — Тӗшмӗш |
9801 | Тиек хыҫҫӑн инкек ҫӳрет. | Тӗн — Тӗшмӗш |
9802 | Тиек хыҫҫӑн тилӗ те ҫӳремест тенӗ. | Тӗн — Тӗшмӗш |
9803 | Тиек чӗлхи тилӗ пек. | Тӗн — Тӗшмӗш |
9804 | Тиеке улталакан ултӑ кун та пурнайман. | Тӗн — Тӗшмӗш |
9805 | Тияккӑн пурнӑҫӗ хӑяккӑн теҫҫӗ. | Тӗн — Тӗшмӗш |
9806 | Турра ытла ан пуҫҫап, ҫамкасӑр юлан. | Тӗн — Тӗшмӗш |
9807 | Тухатмӑшпа вӑрра Турӑ мала ямасть тет. | Тӗн — Тӗшмӗш |
9808 | Тухатнӑ этеме тухтӑр та имлеймест. | Тӗн — Тӗшмӗш |
9809 | Чиркӗве париччен кӗлмӗҫе пар теҫҫӗ. | Тӗн — Тӗшмӗш |
9810 | Чиркӳ картинче чир нумай. | Тӗн — Тӗшмӗш |
9811 | Чиркӳ парне юратать. | Тӗн — Тӗшмӗш |
9812 | Чунавальник чуна илӗ, мулла пичче мула илӗ. | Тӗн — Тӗшмӗш |
9813 | Юманайра юмӑҫ пур, Яманакра ярмак пур. | Тӗн — Тӗшмӗш |
9814 | Юмӑҫ алли ют ҫын укҫине юратать. | Тӗн — Тӗшмӗш |
9815 | Юмӑҫ ахаль юмламасть. | Тӗн — Тӗшмӗш |
9816 | Юмӑҫ вӑл Пӳлӗх панине те пӳлме пӗлет. | Тӗн — Тӗшмӗш |
9817 | Юмӑҫ вӑл ҫӳлти патшалӑхпа аялти патшалӑх евчи. | Тӗн — Тӗшмӗш |